6 пин ытла ача шкулпа сыв пуллашрĕ
НТРК ЧР
Республикăри 64 ача кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пуçтарма пултарнă, Шупашкарти 2-мĕш лицейра вĕренекен хĕрача вара 3 экзаменра чи пысăк балл кăтартнă. Экзаменсем хыçра ĕнтĕ, 6 пин ытла вĕренекен ĕнер шкулпа сыв пуллашрĕ. Шупашкарти 4-мĕш лицейран вĕренсе тухакансене республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.